Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре Вӑрнар районӗнчи Кивьял Нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнче трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ. Шел те, водитель вилнӗ.
Тракторист хӑйӗн участокӗнче утӑ тавӑрнӑ. Вӑл ҫыран хӗррине пырсан руле итлеттереймен. Транспорт ҫырмана анса кайнӑ. Водитель вӑйлах суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ.
Трактора регистрациленӗ, кӑҫал техосмотр кӑларнӑ пулнӑ, арҫыннӑн права та пулнӑ. Чӑваш Енри патшалӑх технадзорӗ тимлӗ тата асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Уйрӑмах транспортпа каҫхине ӗҫленӗ вӑхӑтра кун пирки манмалла мар.
Нумаях пулмасть Мари Эл республикинчи Медведево поселокӗнче ҫамрӑксен этно-ушкӑнӗсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамблӗсен регионсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ.
Конкурса РФ Культура министерстви, В.Д. Поленов ячӗллӗ Патшалӑхӑн Раҫҫей Ҫурчӗ, Мари Элти Культура, пичет тата наци ӗҫӗсен министерстви, Республикӑн ӑслӑлӑхпа методика центрӗ, Мари Элти Пултарулӑх ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Медведево район алминистрацийӗн культура пайӗпе унти культурӑпа кану центрӗ йӗркеленӗ. Мероприятие этно-ушкӑнсен тата нацисен вокалпа инструментсен ансамбльсен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кӳршӗллӗ регионта иртнӗ фестивале Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Хирлепри культура ҫурчӗн «Аса ил» вокалпа инструментсен ансамблӗ хутшӑннӑ. Ӑна «Наци йӑли-йӗркине тытса пынӑшӑн» дипломпа чысланӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан Агриппина Трофимова 100 ҫул тултарнӑ. Хӑйӗн ҫулне пӑхмасӑрах вӑл ӑспа-тӑнпа калаҫать, паянхи кунчченех эмел ӗҫсе курман.
«Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Агриппина Трофимова пилӗк ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, ҫав пилӗк ачаран виҫҫӗшӗ усрава илнӗскерсем пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр шывӗ хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Машӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Яков Трофимовпа, пилӗк ачана ура ҫине тӑратнӑ. Шел те, мӑшӑрӗн те, ачисен те ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ мӑнукӗн Юрӑн ҫемйипе пурӑнать. Унӑн паянхи кун 24 мӑнук тата 31 кӗҫӗн мӑнук. Ҫавӑнпах Агриппина Егоровна хӑйне чи телейлӗ ҫын тесе йышӑнать.
Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ.
Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ.
Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ.
Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин кӗҫех 70 ҫул урлӑ каҫӗ. Ҫак куна халалласа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн керменӗнче «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерт иртӗ! Унта «Янташ» шоу-ушкӑн та хутшӑнӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет — ҫӗнӗ юрӑсем, ҫӗнӗ ташӑсемпе ытти номерсем. Пуҫламӑшӗ 18:30.
Аса илтеретпӗр, Анатолий Никитин 1948 ҫулта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Ыйтса пӗлмелли тел.: 45-00-34 (Ҫамрӑксен театрӗ, касса), 8-903-359-40-92. Билетсене Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, «Детский мир» суту-илӳ центрӗнче, тата уйрӑм ҫынсенчен туянма пулать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче газ укҫипе парӑмлисем пирки черетлӗ хутчен калаҫнӑ. Канашлӑва Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Унта пысӑк парӑм пухӑнса кайнӑ район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене йыхравланӑ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов хутшӑннӑ.
Муниципалитетсен газ парӑмӗ хальхи вӑхӑтра 1 млрд 465 млн тенке ҫитсе кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ку вӑл 37,2% нумайрах. Уйрӑмах пысӑк парӑмлисем — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисем тата Вӑрнар районӗ.
Кияметдин Мифтахутдинов ӗнентернӗ тӑрӑх, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе парӑм пирки пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ, ыйтӑва татмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте лару-тӑру ҫивӗчленсе пырать имӗш.
Элтепер управляющи компанисене те ӳпкеленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхисем укҫа пухаҫҫӗ, анчах газовиксемпе татӑлма васкамаҫҫӗ.
Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн уй-хирӗнче ака-суха тӑвакан, тыр-пул вырса илекен тракторист-машиниста ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута Владимир Путин ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви паян хыпарланӑ. Николай Юрьевич Тихонова «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
Ӗҫ биографине Николай Тихонов вӑтам шкул пӗтерсен Вӑрнар районӗнчи «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Салтака кайса килсен те вӑл тӑван колхозрах ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫӗр ӗҫне пӑрахман. 1996 ҫулта вӑл Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн механика цехне вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл районти чи лайӑх комбайнер евӗр пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Мӗлӗш ҫыннисем сӗт укҫи илеймесӗр пӗр вӑхӑтра нушаланнӑ. Пӗтӗмӗшлп парӑм 50 пине ҫывхарнӑ, анчах сӗт пухакан усламҫӑ тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ ҫынсем йӗрке хуралҫисенчен те пулӑшу ыйтнӑ. Унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарма сӑлтав ҫук тесе хуравланӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ял ҫыннисем «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатне» ҫыру шӑрҫаланӑ. Журналистсем ҫыру йӗрӗпе вырӑна тухса кайнӑ, унта пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн «Парӑма татман, ҫынсем вара ҫапах сӗт йӑтаҫҫӗ» ятпа материал пичетленӗ.
Хаҫатҫӑсем статья ҫырнипех ҫырлахман, материала республика прокуратурине ярса панӑ. Унтан «Ӗҫ-пуҫа йӗркеллӗ тӗпчесе пӗтермесӗрех, прокурор хушнине пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртмесӗрех уголовлӑ ӗҫе пуҫармалла мар тесе пӗтӗмлетни тӗрӗс мар. Полици ӗҫе малалла тӗпчет», — хурав ҫитнӗ.
Паян вара хаҫатҫӑсене ял ҫыннисем шӑнкӑравласа тав тунӑ, усламҫӑ парӑма татнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |